Чӑваш Енри фристайл ӑсти Лана Прусакова ӗнер ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Лана Прусакова Норвегире иртекен ҫамрӑксен хӗллехи II Олимп вӑййине (вӑл нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пуҫланнӑ та 21-мӗшӗччен тӑсӑлӗ) хутшӑннӑ. Хӑй вӑл Ҫӗнӗ Шупашкартан, 15 ҫулта. Олимп резервӗн 2-мӗш ача-пӑчапа спорт шкулӗнче пултарулӑха туптаканскер ҫамрӑксен Олимп вӑййине пике слоупстайл (акӑлчанран ку сӑмаха ту хысакӗнчен йӗлтӗрпе ярӑнса анни тесе куҫарма пулать) енӗпе ӑмӑртнӑ. Ку дисциплинӑна Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерстви кӑткӑс тата пӑхма илемлисенчен пӗри тесе хаклать.
Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрне Лана Прусаковӑна фристайлӑн слоупстайл енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ Никита Васильев ӑсталӑха туптама пулӑшнӑ.
Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх служби Павлов усламҫа 50 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Тӳре-шара умӗнче предприниматель ҫул укҫине чакарнишӗн айӑпа кӗнӗ. Хӑй утӑмне Павлов ӑна шанса панӑ «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутри хак ҫак направленире палӑртнӑ хаксенчен пысӑкрах пулнипе сӑлтавланӑ, ҫавна май конкуренци енчен хӑйне хӗснӗ тесе шутланӑ. Ҫакна шута илсе вӑл ҫул укҫи хакне чакарнӑ та. Анчах хаксене тариф служби ҫирӗплетет, вӑл палӑртнӑ виҫерен йӳнерех турттарма юрамасть имӗш.
Усламҫӑ хӑйне штрафланипе килӗшмесӗр суда тавӑҫпа тухнӑ. Хӑйне штрафланипе килӗшмесӗр чӑнлӑх шыракан усламҫӑна республикӑн Аслӑ сучӗ те майлӑ пулман.
«Ревизорро» телекӑларӑм ертӳҫи Елена Летучая Шупашкарта пулни пирки чылайччен шавларӗҫ. Телеертӳҫӗ ҫитес вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкара килме палӑртнине пӗлтереҫҫӗ.
Телеканалӑн сайтӗнче хуласен списокне кӑларнӑ. Ҫавӑн тӑрӑх ҫеҫ пӗлеҫҫӗ Елена Летучая пирӗн пата килессине. Ку чӑнах та пулӗ-и е ҫук-и — вӑхӑт кӑтартӗ.
Пӗлтӗр ку список кӑшт урӑхларах пулнӑ. Унта Чӑваш Енри чи ҫамрӑк хула Ҫӗнӗ Шупашкар пулман. Тен, Елена Летучая пирӗн пата килсе каллех йӗрке тӑвасшӑн?
Аса илтерер: вӑл Чӑваш Енре тӑватӑ уйӑх каялла пулнӑ. Ун чухне Летучая апатланӑшсене, хӑна ҫурчӗсене, мини-отельсене тӗрӗсленӗ. «Университетское» кафене ҫеҫ ырланӑ вӑл.
Кӑҫал пирӗн республикӑра нумай хваттерлӗ 429 ҫуртри пӗтӗмӗшле пурлӑха юсасшӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, тӗплӗ юсавӑн 2016 ҫулхи программине Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсем, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Шупашкар хулисем кӗнӗ. Маларах эпир Чӑваш Ен капюсав енӗпе малта пыракан 20 регионсен йышне кӗнӗ тенӗччӗ.
Капиталлӑ юсав фончӗн тӗп бухгалтерӗ Светлана Парамонова пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗплӗ юсав валли 571,3 млн тенкӗ укҫа пухнӑ, ку вӑл шутласа панин 65% пулать. Сӑмах май каласан, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче янӑ Ҫырура иртнӗ ҫулӑн ҫурринче капюсавшӑн халӑхӑн 55 проценчӗ тӳленине, ҫулталӑк вӗҫӗ тӗлне ун пеккисен йышӗ 98 процента ҫитнине асӑнса хӑварнӑччӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 5–11-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ОРВИпе тата гриппа чирленӗ 11238 ҫынна шута илнӗ. Унчченхи эрнепе танлаштарсан, кӑтарту республикӑра 7,9 процент чакнӑ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах Тӑвай районӗнче тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче чирленӗ.
Иртнӗ эрнере республикӑри 29 ҫыннӑн А/H1N1/2009 вирус пулнине палӑртнӑ. Сысна грипӗпе чирленӗ тӗслӗхе Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Канашра, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Канаш, Тӑвай, Етӗрне, Вӑрмар районӗсенче тупса палӑртнӑ.
Нарӑсӑн 12-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 1 шкула карантина хупнӑ. 15 шкулти 42 класа вӑхӑтлӑх хупнӑ.
Чӑваш Енре «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонӗ старт илнӗ. Марафон ку таранччен ачасем валли 25 миллион тенкӗ пухма пултарнӑ.
Акци кӑҫалхипе 20-мӗш хут иртет. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти сусӑр ачасен шкулӗнче старт илнӗ. Пӗлтер фондран ун валли 165 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Укҫапа кулинари мастерскойне уҫнӑ. Шкултан вӗренсе тухакансенчен чылайӑшӗ техникума, колледжа вӗренме кӗрет.
Марафон ӗнер, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, старт илнӗ. Анчах фонда унччен маларах укҫа килме тытӑннӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче фонда Елчӗк ҫыннисем пуянлатнӑ.
Фонд ҫулталӑкӗпех ӗҫлет. Чӑваш Ен — нимелле укҫа пухакан пӗртен пӗр регион. Ытти регионсем спонсорсене шыраҫҫӗ.
2014 ҫулта марафонра 9 миллион ҫурӑ пухнӑ. 2015 ҫулта вара кӑшт сахалрах. Ҫапах кӑҫал икӗ ҫул каяллахи рекорда ҫитесшӗн. Ӑна утмашкӑн республикӑри кашни ҫыннӑн 7 тенкӗ фонда хывмалла. Укҫа-тенкӗ чирлӗ ачасене сиплеме кайӗ, унтанах юсанмалли шкулсене, ача пахчисене уйӑрӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Дарья Адюкова усал шыҫӑпа чирлет. Хӗр Шупашкарти пульницӑра сипленнӗ. Халӗ вӑл Германие тӗрӗсленме кайнӑ.
Дарья валли укҫа-тенкӗ пухаҫҫӗ. Ку ӑна сипленмешкӗн кирлӗ. Германири пӗр клиника чӑваш хӗрне пулӑшма шантарнӑ.
Тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Дашӑпа амӑшӗ Германири Фрайбург хулине ҫитнӗ. Унта ӑна профессор тӗрӗслеме тытӑннӑ.
Дарьйӑн виҫӗ самолетпа вӗҫме тивнӗ. Йывӑр пулсан та чӑтнӑ вӑл. Амӑшӗ Татьяна халӗ клиника ҫумӗнчи отельте пурӑнать. Специалистсем тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн укҫа мӗн чухлӗ кирлине палӑртӗҫ.
Дарьйӑна пурте пулӑшма пултараҫҫӗ. Унӑн реквизичӗсем:
Сбербанк: 4276 7500 1344 7544
Тинькофф банк: 5213 2437 3552 0007
Авангард: 5222 2383 2375 5816
Яндекс.кошелек: 410013857398238
Ӗнер Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» Ҫӗнӗ ҫул проектне пӗтӗмлетмелли мероприяти йӗркеленӗ. Унта Муркаш районӗнчи культурӑпа кану учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем те хутшӑннӑ.
Аса илтерер, «Пӗр районӑн юмахӗ» проекта кӑрлачӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 7-мӗшӗччен Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хулисенче пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫынсем ҫулҫӳрев карттинче кӑтартнӑ ятарлӑ вырӑнсем тӑрӑх канса та савӑнса ҫӳреме пултарчӗҫ ҫав вӑхӑтра.
Уйрӑмах хастаррисем мӗнпур уява ҫитнӗ.
Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чемен карти» этнопаркра кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗн Елки иртнине, ӑна влаҫрисем «Этнозима» (чӑв. Этнохӗл) ят панине эпир пӗлтернӗччӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 12 200 ҫын ОРВИпе тата гриппа чирленӗ. Вӗсенчен 3560-шӗ — ачасем.
Ҫак тапхӑрта сысна грипӗпе чирлекенсен йышӗ те нумайланнӑ. Ку вирус 110 ҫынна ернӗ. Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне кунашкаллисен хисепӗ 52 тӗслӗхпе танлашнӑ.
Иртнӗ эрнепе танлаштарсан, республикӑра ОРВИпе тата сысна грипӗпе чирлесси 33,3 процент ӳснӗ. Ытларах Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта чирлеҫҫӗ. Тӑвай районӗ те вӗсенчен юлмасть.
Чӑваш Енри ултӑ шкула карантина хупнӑ. Ҫавӑн пекех 24 шкулти 77 класа вӑхӑтлӑха хупнӑ. Пӗтӗмпе 4684 ача уроксене ҫӳремест. Пӗр ача пахчи — карантинра. Ҫавӑн пекех вӗсенчи хӑш-пӗр ушкӑна хупнӑ. Хальлӗхе 649 ача килте ларать.
Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 20 сехет те 30 минутра Чӗмпӗр облаҫӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Аварире Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем вилнӗ: 39 ҫулти хӗрарӑм тата 6-ри хӗрача.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Hyundai Sonata урапа руле итлеттереймен, ҫул хӗррине тухса кайнӑ. Унтан вӑл Ford Focus урапапа пырса ҫапӑннӑ. Унта вара Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫемье пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем иномаркӑран 6-ри хӗрачан тата 39 ҫулти хӗрарӑмӑн кӗлеткине кӑларнӑ. Вӗсем вӑйлӑ суранланнӑ, пульницӑна илсе кайнӑ чухне сывлама чарӑннӑ.
Водителе тата икӗ пассажира, аманнӑскерсене, пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |